
Муркаш районӗнче пурӑнакан хӗрарӑма халӑх тетелӗсенче кӑшӑлвирус пирки фейк сарнӑшӑн айӑпланӑ. Вӑл административлӑ майпа явап тытнӑ. Ӑна суд 15 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан суя хыпар сарнӑ. Прокуратура халӑх тетелӗсене мониторинг тунӑ. Пӗр ҫырура Чӑваш Енре лабораторисем, кӑшӑлвируса палӑртакан специалистсем ҫуккине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех ялсенче эпидеми лару-тӑрӑвне тӗрӗслекенсем те ҫук имӗш.
Ҫак суя хыпара тупнӑ хыҫҫӑн ӑна халӑх тетелӗсенчен хуратнӑ. Хуҫине вара явап тыттарнӑ.

Маттур чӑваш арӗ, Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте пурӑнакан Юрий Туринке хӑй унччен лартнӑ йывӑҫсен йышне тата пуянлатнӑ. Фейсбукра вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, юлашки икӗ ҫулта тата тепӗр 75 хунав лартнӑ. Ытларах — хырсем.
«Чӑн-чӑваш Ҫуттӗнчепе пӗрле пурӑнать, сывлать...», — ырланӑ Юрий Туринкен пархатарлӑ ӗҫӗ пирки вуласа пӗлнӗ хыҫҫӑн Чӗмпӗр чӑвашӗ Микулай Павловский.
Кӑҫал, сӑмах май, пирӗн ҫӗршывра «Астӑвӑм пахчи» акци пуҫарчӗҫ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланчӗ, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ 27 миллион салтака асӑнса ҫавӑн чухлӗ йывӑҫ лартма палӑртнӑ. Ӑҫта миҫе хунав лартнине садпамяти2020.рф сайта пӗлтерме май туса пачӗҫ.
Маларах асӑннӑ Юрий Туринке хунавсене акцие хутшӑнас тӗллевпе мар, чун ыйтнипе лартнӑ.

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте пурӑнакан Юрий Туринке кӗҫнерникун, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ваттисене асӑннӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Ирӗклӗ Чӑвашсен Авалхи (Шумертан пуҫланнӑ) Чӑн Тӗн кунӗ пулнӑран, Нӗсӗлсен йӑла йӗркипе, Чӳк пӑтти пӗҫерсе, Ҫӳлти Аслӑ ТУРӐна Кӗлӗ тӑвӑп, Киремете парнесем парӑп, Ваттисене асӑнӑп. Йе, Пӗсмӗлле, Турӑ, Ҫырлах, Амин. /Ҫапла пултӑр/», — тесе ҫырнӑ Юрий Туринке.
«Туринке Керем умӗнчи, пурне те тасатакан, Этеме сыхлакан, усала та, чире те (короновирус) пӗтерекен - Ҫулӑмлӑ Кӑвайт...», — ҫырнӑ сӑнӳкерчӗксенчен пӗрне ӑнлантарса маттур чӑваш арӗ. Пӗчӗк видеосем те вырнаҫтарнӑ вӑл.
Юрий Туринке чӑвашсен чӑн тӗнне хӗсӗрлеҫҫӗ тесе шухӑшланине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Ҫӗрпӳре православи чиркӗвӗ ыйтнипе чӑваш юпине ишнине асӑннӑччӗ. Юрий Туринке чӑвашсен йӑли-йӗркине ирттермелли вырӑн тума Шупашкарта ҫӗр уйӑрма ыйтнӑччӗ.

Чӑваш Енри икӗ вулавӑш Мускав укҫипе тӗслӗхлӗ пулса тӑрӗ. Ҫав тӗллевпе 2020 ҫулта нухрата кама парассине конкурс ирттерсе палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне пирӗн тӑрӑхран икӗ учреждени лекнӗ.
Конкурса ҫӗршывӑн 75 субъектӗнчен ҫур пин ытла заявка пухӑннӑ. Вӗсенчен 52 регионти 110 вулавӑша суйласа илнӗ.
Пирӗн республикӑран конкурса Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри районсенчи 9; Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти, Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшри, Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханти вулавӑшсем тата Шупашкарти В. Чаплина ячӗллӗ ача-пӑча информаци центрӗ хутшӑннӑ. Вӗсенчен иккӗшне: Мӑн Сӗнтӗртине тата Кӑшавӑшрине — суйласа илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ-вулавӑшсене федераци хыснинчен 10 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Вӑл пулӑшнипе вулавӑшсене хальхи вӑхӑтри учрежденисене ҫавӑрӗҫ.

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫри машинӑпа ярӑннӑшӑн явап тытнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм-пуҫлӑх служба автомобилӗпе канмалли кунсенче пӗрре кӑна мар усӑ курнӑ. Унпа вӑл район тӑрӑх тӗрлӗ ҫӗре ҫӳренӗ.
Тӳре-шара ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса служба машинипе ярӑннине прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе Раҫҫейӗн Административлӑ майпа правӑна пӑсни ҫинчен калакан кодексӗн 19-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Судра хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне тунман. Суд ӑна суд асӑрхаттарма йышӑннӑ.
Прокуратура Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗ ячӗпе хут шӑрҫаланӑ. Надзор органӗ тупса палӑртнӑ кӑлтӑка пӗтерме хушса ҫырнӑ.

Чӑваш Енри паллӑ велоҫулҫӳревҫӗ ӗнер, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, мӑшӑрӗпе Настьӑпа тата Аяран хӗрӗпе тӗнче курма тухса кайнӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмра пӗлтернӗ. Ҫула тухнӑ малтанхи кун ҫемье Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ҫул ҫаврӑмне ҫеҫ ҫитейнӗ-мӗн. Кун пирки Никита Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Никита Тӗнче ҫемйине ҫӗнӗ кайӑк пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче килнӗ. Ҫапла вара хӗр пӗрчӗк хӑйӗн пӗрремӗш ҫуралнӑ кунне ҫул ҫинче кӗтсе илӗ.
Ҫулпа васкавлӑ пыма кутамккасем йывӑрри те кансӗрлет-мӗн. Йыш хӑйсемпе пӗрле 100 килограмм ытла таякан хатӗр-хӗтӗр илнӗ.
Тӗнчесем Финляндине ҫитме палӑртаҫҫӗ. Унта лекиччен вӗсен Чикме урлӑ каҫса Чулхула витӗр тухмалла.
Тенчесен ҫулҫӳревне tenche-travel.ru сайтра пӑхма май пур.

Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте пурӑннӑ 26 ҫулти каччӑ виллине тупнӑ.
Аса илтерер, ҫамрӑк ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ, унтанпа унран сас-хура пулман. 26 ҫулти каччӑн телефонӗпе докуменчӗсем килте юлнӑ. Килтен ҫамрӑк ирхи 8 сехетре тухнӑ. Малтанах тӑванӗсем ҫывӑх ҫынниШупашкара кайнӑ тесе шухӑшланӑ. Вӗсем тусӗсемпе пӗлӗшӗсем патне те шӑнкӑравланӑ. Анчах лешсем ҫамрӑка курманнине пӗлтернӗ. Каччӑна хӑйсем тӗллӗн тупаймасӑр аптӑранипе унӑн ҫывӑх ҫыннисем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Ҫамрӑкӑн виллине паян, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, тупнӑ. Ку усал хыпара пӗлтернӗ МИХсенчен пӗринче ҫӗнӗлӗхе комментарилекенсенчен пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, ҫамрӑк хӑй ҫине алӑ хунӑ. Мӗн сӑлтав ҫапла тума хистенӗ-ши тесе пуҫ ватакансем те пур.

Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан Борис Владимирович Миронов килтен тухса кайнӑ, унтанпа унран сас-хура пулман. Тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. 26 ҫулти каччӑн телефонӗпе докуменчӗсем килте юлнӑ.
Борис килтен ирхи 8 сехетре тухнӑ. Каҫ пулсан та вӑл таврӑнман. Малтанах тӑванӗсем Борис Шупашкара кайнӑ тесе шутланӑ. Тусӗсем, пӗлӗшӗсем патне шӑнкӑравланӑ вӗсем – никам та Бориса курман. Халӗ мӗн тумаллине те пӗлмеҫҫӗ. Полицие ҫитсе тӑванӗ ҫухални пирки пӗлтернӗ ӗнтӗ.
Борис ҫухалнӑ кун футболка, спорт шӑлаварӗ тӑхӑннӑ пулнӑ. Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке. Малти ҫӳлти пӗр шӑлӗ ҫук.
Борис пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк 89051981555, 89083061474 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Е полиципе ҫыхӑнмалла.

Чӑваш Енри ултӑ шырав отрядне укҫа парса пулӑшӗҫ. Ку хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Халӗ ун пирки республикӑн Вӗренӳ министерстви те хыпарлать.
Шырав отрячӗсенчен виҫҫӗшне 100-шер пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ, тепӗр виҫҫӗшне — 75-шер.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти вӑтам шкула — «Пропавших без вести возвращаем имена» (чӑв. Хыпарсӑр ҫухалнисен ячӗсене тавӑратпӑр), Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри шкула «Здесь шли бои…» (чӑв. Кунта ҫапӑҫусем иртнӗ...), Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумне «Помнить – значит делать» (чӑв. Асра тытни — туни) проектсем валли 100-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн «Память» (чӑв. Астӑвӑм) шырав отрядне, «Студенческий Совет» (чӑв. Студентсен канашӗ) организацине, «Алые маки» (чӑв. Хӗрлӗ мӑкӑнь) шырав пӗрлешӗвне 75-шер пин тенкӗ лекӗ.

Муркаш районӗнче пурӑнакан 30 ҫулти арҫыннӑн тата унпа пӗрле ӗҫленӗ 29-ти тусӗн судра явап тытма тивӗ.
Аслӑраххи такси службинче вӑй хунӑ. 2016 ҫулхи ҫӗртме тата ҫурла уйӑхӗсенче хайхискер Мӑн Сӗнтӗрте темӗнле ҫынсемпе (вӗсем камсем пулнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ) калаҫса татӑлнӑ та конкурентсене хӑратнӑ. Вӗсем ытти таксиста машинине тӗп тӑвассипе е сиенлетессипе, хӑйсене хур кӑтартассипе хӑратнӑ. Ҫавна май лешсем пассажирсене, хӑйсен клиенчӗсене, кирлӗ вырӑна ҫитереймен.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче вӑл конкурентсене хӑйӗн 29 ҫулти пӗлӗшӗпе хӑратма тытӑннӑ. Халӗ ҫав таксист тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене тишкереҫҫӗ.
